Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Емельянова Альбина Витальевна

Емельянова Аль6ина Витальевна — чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑтам Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Урпашри вӑтам шкултан (1978), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗсене хатӗрлекен факультетӗнчен (1982), Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культури факультетӗнчен (1995) вӗренсе тухнӑ. 1996-1998 ҫулсенче чӑваш чӗлхи кафедри ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ, «Коммуникативная структура чувашского простого повествовательного предложения» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хӳтӗленӗ (1999).

Пӗрремӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 4 ҫул хушши Етӗрне районӗнчи Урпашри вӑтам шкулта пуҫламӑш классен учителӗ пулса ӗҫленӗ (1982—1986), 1986 ҫултан хӑй вӗренсе тухнӑ факультетра преподаватель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Аспирантура хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалӗнче преподаватель, доцент пулса ӗҫлет.

Ӗҫӗсем

Пичетлениӗ ӗҫӗсем:

  • Коммуникативная структура контекстуально независимого высказывания (на материале чувашского языка). Ч., 2001; Чувашский глагол. Практикум для не владеющих чувашским языком. Ч., 2002.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-24 08:46:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5228 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем